Ҫӗрпӳ районӗнчи пысӑках мар Каткасси ялне нумаях пулмасть хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ, халӗ республикӑн тӗп хулинчи паллӑ предприятисенчен пӗрне ертсе пыракан Валентин Иванов; ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев; Ҫӗрпӳ районӗн тата вырӑнти Паваркасси ял тӑрӑхӗн Шупашкарти ентешлӗхӗсен пайташӗсем пулнӑ. Ун чух Каткассинче ял уявӗ иртнӗ.
Ӑна йӗркелеме укҫа-тенкӗ енчен Валентин Иванов (ун пирки маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ) пулӑшнӑ иккен. Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Данилов вара ӑна яла хӑтлӑх кӗртме пулӑшнӑшӑн хисеп хучӗпе чысланӑ.
Уява ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Вячеслав Оринов уҫнӑ. Ял уявӗнче каткассисене Шупашкартан килсе ҫитнӗ артистсем — Людмила Гордеева, Вячеслав Христофоров, Елена Иовлева — савӑнтарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи йӗрке хуралҫисене дача вӑррисене тытма тӑххӑрмӗш класра вӗренекен арҫын ача пулӑшнӑ. Мӗнле майпа пирки Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби уҫӑмлатса паман-ха. «Шкул ачинчен илнӗ информаци пулӑшнипе 18 тата 20 ҫулсенчи» вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланакансен йӗрӗ ҫине ӳкме май килни пирки хыпарланӑ. Дачӑсемпе дача участокӗсенчен ҫавсем сакӑр хутчен вӑрланӑ-мӗн.
Ырӑ мар ӗҫе тӑвакансем пирки систернӗ яша паян Ҫӗрпӳ районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Егоров тав туса велосипед парнеленӗ иккен. Тимӗр урхамахлӑ пулса тӑнӑ ача ҫавӑншӑн савӑннӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем парнеленӗ велосипед пур ачан та ҫук вӗт тенӗ иккен вӑл.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.
Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Эрнекун, ҫӗртмен 28-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Патти ялӗнче пурӑнакансемшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ — унта ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫӑлнӑ. Медицина пунктне хута ярас тесе укҫа-тенкӗ самаях тӑкаклама тивнӗ. Ку ыйтӑва «Сывлӑха сыхлакан ӗҫе ҫӗнӗтесси» ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн татса панӑ. ФАПа Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Фельдшерпа акушер пунктне кӗске вӑхӑт хушшинче хӑпартнӑ. Ҫавӑнпа ял таврашӗ хӑйсен савӑнӑҫне пытарма пултарасть, уйрӑмах ват ҫынсем ҫӗнӗ медицина пукчӗшӗн хӗпӗртеҫҫӗ.
Кӑҫал Ҫӗрпӳ районӗнче иртекен Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенче мар, ҫӗртмен вӗҫӗнче — 27-30-мӗшсенче пулать. Яланхи пекех уява килсе ҫитекен хӑнасем валли суту-илӳ лавккисене уҫӗҫ, савӑнӑҫлӑ канӑва хатӗрлӗҫ.
Уява ярмаркка тӳремӗнче уҫӗҫ, ӑна йӑлана кӗнӗ пек театрласа ирттерӗҫ. Хыҫҫӑн вара ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе вӗренсе тухакан ҫамрӑксене чыслама палӑртнӑ. Каҫ-кӳлем еннелле куракансем валли флеш-моб тата байкер-шоу ирттерӗҫ. Каҫхине ҫамрӑксен «Пирӗн вӑхӑт» программи уҫӑлӗ.
Ярмӑрккӑна йӗркелесе пыракансем уяв ӑнӑҫлӑ тата тухӑҫлӑ иртессе шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаци политики it.cap.ru текен ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл ятарласа тӳре-шара валли шухӑшласа кӑларнӑскер. Унта тытӑмпа ҫыхӑннӑ саккунсемпе, тӗрлӗ информаципе паллашма пулать. Портал пулӑшнипе тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем хӑйсене кирлӗ документсене пӗр-пӗринчен ыйтса илейӗҫ. Ҫӗнӗ сайтра чӑваш чӗлхи валли вырӑн тупӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарать — чӑвашла тума майӗсем те пур ӗнтӗ, саккунӗпе те пирӗн икӗ патшалӑх чӗлхи. Ҫак хисеплемеҫҫӗ тӳре-шарасем чӑвашсен чӗлхине.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа ӗҫ тӑвакан 15 влаҫ органӗ, 26 муниципалитет, 291 ял тӑрӑхӗ ҫыхӑну тытать. Асӑннӑ тытӑм урлӑ халӗ республикӑра ведомствӑсем хушшинче 2 пин ытла, федерацин влаҫ органӗсем 5 пин ытла запрос янӑ иккен.
Иртнӗ уйӑхра порталпа Шупашкар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен администрацийӗсем, ЧР Тариф енӗпе ӗҫлекен тытӑм, Сывлӑх сыхлав, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем министерствисем порталпа уйрӑмах хастар усӑ курнӑ иккен.
Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче хӑйӑр кӑларнӑ лаптӑкра пысӑк инкек сиксе тухнӑ — икӗ ҫын хӑйӑр айне лексе вилнӗ иккен. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Ялти 6 ҫын ҫак вырӑнта килти хуҫалӑх валли хӑйӑр кӑларнӑ пулать. Ҫырӗ ытла та чӑнкӑ пулнӑ иккен — тайлӑк ҫӳллӗшӗ 8 метра ҫитнӗ.
— 16:00 сехет тӗлнелле, ҫӗр йӑтӑнса анса 1951 тата 1956 ҫулхи арҫынсене хӑй айне тунӑ. Юнашар ӗҫленӗ ҫынсем инкеке лекнӗскерсене ҫӑлма чупнӑ, анчах ӗлкереймен — иккӗшӗ те вилсе кайнӑ, — пӗлтерчӗ Дмитриев.
Паянхи кунна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев пырать, мӗн-пур фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.
2013-2015-мӗш ҫулсенче республикӑра 100 фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсене пурне те хӑвӑрт купалакан меслетпе хӑпартаҫҫӗ. 100 пунктран ҫиччӗшне кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Ҫывӑх кунсенче уҫма палӑртнӑ тухтӑр ҫурчӗсенчен пӗринче — Ҫӗрпӳ районӗнчи Старак ялӗнчинче — паян тӗплӗ шайри пуҫлӑхсем: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин элчи Сергей Судьбин, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Ермакова пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн кӑшкарне ҫӗклесе лартнӑ. Унта шыв тата газ кӗртмелле, канализаци тумалла. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне хӑпартассипе район пуҫлӑхӗн асӑрхаттармалли те тупӑннӑ. Строительсем ӗҫе ҫак уйӑхра вӗҫлеме шантараҫҫӗ иккен.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ.
Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать.
Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ.
Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ).
Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |